Питӗ интереслӗ. Пӗр-пӗрне хавхалантарни-пулӑшни чӑннипех кирлӗ. Хусанти митап Аван-и, туссем? Ӗнер эпир ушкӑнпа Хусана кайса килтӗмӗр. Унта Атӑлҫи халӑхсен чӗлхе хастарҫисен тӗл пулӑвӗ иртсе кайрӗ. Тӗрӗссипе каласан питӗ усӑллӑ пулчӗ. Тӗл пулура тӗрлӗ блоклӑ программа пулчӗ: инста-блогсем, хаҫат-журнал, научпоп, вӗренӳ кӗнекесем, айти-технологисем. Пӗрремӗш блокра икӗ тутар блогер тата пӗр чӑваш блогерӗ Ксения Романова https://vk.com/kseniya_18_96 инстаграмра тӑван чӗлхепе мӗнлерех блог ертсе пыма пулать. Йывӑр та мар ҫке пушламашкӑн, анчах усси ҫав тери пысӑк Иккӗмӗш блогра журналистика пирки калаҫрӗҫ. Пирӗн енчен Алина Изман https://vk.com/id292177141 тата Мальвина Петрова https://vk.com/id107128352 хӑйсен ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Тутарсем, тӗслӗхрен ирӗклӗ МИХсем пирки каласа пачӗҫ, ҫармӑссем интернет журнал пирки. Хӑйне евӗрлӗ анчах питӗ кӑсӑкла тутарсем научпоп тематика пирки пӗлтерчӗҫ. Вӗсем тутарла популярлӑ чӗлхепе тӗрлӗ ӑслӑлӑх темисемпе лекцисем тӑваҫҫӗ вара вӗсене сӳтсе яваҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫав темапа роликсем ӳкереҫҫӗ. айти-технологисемпе чӑнах та питӗ вӑйлӑ "паттӑр" ҫармӑс Андрей Чемышев https://vk.com/a.chemyshev. Вӑл ҫармӑс чӗлхисем валли (вӗсен унта 2 литература чӗлхи: тури тата улӑхри) айти-технологи енчен питӗ нумай ӗҫ тунӑ та туса пурать те: корпуссем, сӑмахсарсем, вӗренӳ кӗнекисем тата ытти те. Дизайн-студийӗ пирки Ильдар Аюпов каласа пачӗ. Вӗсем тӗленмелле питӗ вӑйлӑ проектсем тӑваҫҫӗ. Рашат Якупов шкулта тутар чӗлхине вӗренмелли хальхи вӑхӑтра коммуникативлӑ кӗнекесем пирки пӗлтерчӗ. Вӗсем 6 класс валли ҫырса ӗлкернӗ. Мӗншӗн тата мӗнлерех википедире ҫырасси пирки 11-мӗш клас ачи Тимерхан Шайхутдинов каласа пачӗ. Тӗленмелле ача вундрекинд Ҫак япалана тутарсен енчен Айрат Файзрахманов тата МАФУН (финно-угр хӑлӑхӗсен пӗрлӗхӗ) енчен Артем Малых https://vk.com/id898385 йӗркелерӗҫ #cv_haval #хавал #чӑвашчӗлхи #чӑвашлӑх #чувашскийязык #атӑлҫихалӑхсем #alparuh #алпарух